Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.
Чӑваш Енри чи пултаруллӑ та хастар ачасем юмах тӗнчине лӗкӗҫ. Олимпиадӑсен, спорт ӑмӑртӑвӗсен, тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисем, ҫавӑн пекен пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лӗкнисем Элтепӗр ячӗпе ирттерекен Ҫӗнӗ ҫул уявне хутшӑнӗҫ. Вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртет.
3 кун хушшинче уяв чӑрӑшӗ хӑй тавра 2 пин ачана пухӗ. Вӗсем валли анлӑ программа хатӗрленӗ: «Алые паруса» («Кӗрен парӑс») музыка спектаклӗ курма пултарӗҫ, Хӗл Мучипе тата Кӗл пикепе пӗрле хаваслӑ уяв картине тӑрӗҫ. Кашниех Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ ятӗнчен салам хутне тата Ҫӗнӗ Ҫул парнине тивӗҫӗ. Унран та ытларах уяв пур ачана та савӑнӑҫ тата асамлӑх парнелессе шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем.
Чӑваш Правительствин ҫӗнӗ пуҫлӑх — Иван Моторин. Унӑн кандидатурине паян, республика Элтепӗрӗ сӗннипе, Патшалӑх Канашӗ сӳтсе явса ҫирӗплетрӗ.
Иван Моторин 2006-мӗш ҫултанпа республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗнче ӗҫлет, Чӑваш Ен пурнӑҫне лайӑх пӗлет. Патшалӑх Канашӗн сессийӗччен Моторин парламентри кашни фракцинче тӗлпулусем ирттернӗ, депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Унӑн кандидатури пурне те ҫырлахтарнӑ. Ҫавӑнпа паян ӑна Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи пулма ҫӑмӑллӑнах ҫирӗплетрӗҫ. Федераци Канашӗн пайташне суйланӑ чухне вара тавлашусӑр пулмарӗ. Юрий Попов спикер Раҫҫей Федерацийӗн саккунсем кӑларакан органӗн ҫӳлти палатинче Чӑваш Паташалӑх Канашӗн представителӗ пулма Леонид Лебедева сӗнчӗ. Сенаторта вӑл 8 ҫул ӗҫленӗ. Депутатсем, уйрӑмах оппозицире тӑракансем, ҫак тапхӑрта Лебедев республикӑшӑн мӗнле усӑллӑ ӗҫ тунине пӗлесшӗн пулчӗҫ. Темле хуравласан та, вӗсене тивӗҫтерме йывӑр пулчӗ, ҫавӑнпа Леонид Лебедевӑн трибуна умӗнче чылайччен тӑма тиврӗ. Юлашкинчен ҫапах ӑна Федераци Канашӗн членӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ.
«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.
Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ).
Чӑваш Республикине суя акцизлӑ маркӑллӑ эрех-сӑра илсе килнине палӑртнӑ. Ҫакна Республика элтеперӗ ирттернӗ правительствӑ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.
Эрех-сӑран суту-илӗвӗн ҫаврӑнӑшӗ ҫине Михаил Игнатьев хирӗҫлесе пӑхрӗ. Тӗрӗслевсем ирттернӗ хыҫҫӑн хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермен продукцин пайӗ кӑҫал 1,3 процента ҫитнӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе пама Республика пуҫлӑхӗ лавккаран тӗрлӗ марккӑллӑ 2 кӗленче эрех илсе килсе пама ыйтнӑ.
Чӑваш Республикин акцизӗпе тухакан эрех кӗленчи ҫинче марка суя пулнӑ иккен. Эрех суту-илӗвне йӗркелесе тӑракан федераллӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, кун йышши акцизлӑ марка пач ҫук.
«Ҫак кӗленчене Республикӑна илсе килнӗ чух вӑл 35 тенкӗ тӑнӑ, лавккара вара ӑна халӗ 95-100 тенкӗпе сутаҫҫӗ», — терӗ Михаил Игнатьев, эрех-сӑран ҫаврӑнӑшне йӗркелесе тӑракан саккуна ҫирӗплетме хушрӗ.
Раҫҫейпе Германи вӗрентӗвӗпе инновацисен ҫулталӑкӗн программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре Германи кунӗсем иртеҫҫӗ. Уяв Шупашкарта ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ халӑх туслӑхне ҫирӗплетекен уява унччен те ирттернӗ, кӑҫалхи тӗлпулу 4-мӗш. Ӑна йӗркелес тӗллевпе Мускаври Германи посольстви уйӑрнӑ гранта хальхинче «Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалӑх университечӗн» Шупашкарти филиалӗ ҫӗнсе илнӗ.
Уяв ирттерме Мускаври Германи посольствин представителӗсем, Раҫҫейпе Германин вӗрентӳпе культура ӗҫченӗсем килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑнасем валли лекцисем, куравсемпе презентацисем, наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ. Уява йӗркелекенсем республика шайӗнче ирттернӗ пултарулӑх конкурсӗпе викторинӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Нимӗҫсен культурине, вӗсен юмахӗсене, Раштав уявне халалланӑ ӗҫсене конкурса тӑратма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ номинаципе иртнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем.
Республикӑра ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ кӑҫал 14 пине ҫитнӗ. Чӑвашстатран пӗлтернӑ тӑрӑх, ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсассӑн 12 тулли те 5 процент ытларах. Статистика кӑтартӑвӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхӗнче тата пир-авӑр прмышленноҫӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ чи пӗчӗкки. Финансистсемпе ӑслӑлӑх тӗпчевҫисен ӗҫ укҫийӗ вара вӑтам кӑтартуран 2 хут нумайрах.
Ҫынсене сутма палӑртнӑ хими концентрачӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӗсенчен этеме анратакан наркӑмӑш хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа палӑртас тесе наркополицейскисен республикӑн тӗп хулинче анчах мар, Мускавра, Ӗпхӳре, Йошкар-Олара тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме тивнӗ.
Ӗпхӳре пурӑнакан арҫын, маршрутлӑ такси водителӗнче ӗҫленӗскер, унчченех ҫӑмӑл меслетпе пуймалли ҫул-йӗр шыранӑ. Шупашкарта наркотик ҫаврӑнӑшӗ япӑх аталаннине те пӗлнӗ вӑл. Тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ хӑварнӑ. Наркӑмӑшпа усӑ курас текенсем тӳрех тупӑннӑ. Хӑйӗн суту-илӗвне анлӑлатас тесе вӑл Мари республикине ҫул тытнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна.
Пушар эксперчӗсем ҫӗнӗ технологисене алла илеҫҫӗ. Хальхи йышши куҫса ҫӳрекен лаборатри вут-ҫулӑм хыпса илес тӗлӗшӗнчен хӑрушӑ ҫуртсемпе магазинсене тата ытти объекта тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ку машина МЧС автопаркне уйӑх каялла ҫитнӗ пулин те, ӗҫре ӑна халӗ тин анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. Вӑл экспертиза тумалли хатӗрсемпе пуян. Специалистсем вырӑнтах пушар сигнализацине, вентилици каналӗсене, шыв пӑрӑхӗсене, лифт шахтисене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫурт-йӗре пушартан сыхланмалли ятарлӑ сий пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Лаборатори эксперчӗсем шкулсемпе ача сачӗсенче тата суту-илӳ центрӗсенче тӑтӑшах ҫавӑн пек тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен лаборатори кунти харпӑрлӑхра нихӑҫан та пулман, пушар сӳнтерме тухса каякан ӗҫтешӗсен хатӗрӗсемпе усӑ курма тивнӗ. Халӗ специалистсем ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Машинӑна федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн кӳрсе килнӗ.
Республикӑна Раҫҫей шалти ӗҫсен министрӗ Рашид Нургалиев килсе кайнӑ. Чӑваш Енре вӑл 3 уйӑх каялла пулнӑччӗ. Ун чухне министр республикӑри ведомство аппарачӗн ӗҫченӗсемпе курса калаҫнӑ.
Хальхинче Рашид Нургалиев Ҫӗнӗ Шупашкарти шалти ӗҫсен пайӗнче пулчӗ. Унта ӗҫлекенсемпе канашлу ирттерчӗ. Дежурнӑй чаҫра министр «хӑрушсӑр хула» тытӑмӗн ӗҫӗпе паллашрӗ, урамсенче видеосӑнав йӗркеленине хак пачӗ. Ун хыҫҫӑн Рашид Нургалиев Республикӑри шалти ӗҫсен уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗ. Кӑрлачран полици ӗҫченӗсен шалӑвне ӳстересси пирки министр тепӗр хут шантарса каларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |